Вурнарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Вӑрнар муниципаллӑ округӗ

Депутат саламлама васкать

Рифкат Киметов – Раççей Патшалăх Ду-мин депутачĕн Л.И.Черкесовăн пулăшуçи, «Энергостроймонтаж» тулли мар яваплă общество директорĕ, депутатсен район Пухăвĕн депутачĕ – Вăр-нарти 1-мĕш вăтам шкулта пулни ачасенче кăна мар, мероприятисен йĕркелÿçинче хăйĕнче те савăнăç туйăмне çуратать.

Ăна кунта кашни вĕренекен лайăх паллать: аслăраххисем – депутат тата пуçлăх пулнипе, кĕçĕннисем – парнесем кÿрекен ырă тете пек йышăннипе. Çакна ку шкулти виçĕмкунхи тĕлпулу та çирĕплетрĕ. Рифкат Шамдинович коллектива Учитель кунĕпе саламларĕ. Федераци депутачĕ Леонид Черкесов ячĕпе шкул директорне Галина Ильинична Иванована тата ун заместительне Галина Михайловна Лошкована Тав çырăвĕпе чысларĕ.

Паллах, 1-мĕш класс ачисем те тимлĕхрен тухмарĕç. Вĕсене кашнине шкул хатĕрĕсем тивĕçрĕç.

«Энергостроймонтаж» общество ку шкула темиçе çул каяллах шефа илнĕ. Мĕн чухлĕ конкурс-викторина, музей-театрсене экскурсисем йĕркелемен пулĕ; Вăл пулăшнипе пăр катокĕнчи массăллă ярăну та ырă та кирлĕ йăла пулса тăчĕ. Юлашки çулсенче пĕр Çĕнĕ çул та депутат парнисемсĕр иртмест.

Çак кун та 1-мĕш виçĕ класра пулчĕç Рифкат Киметовпа ун ĕçченĕсем. Пурне те пылак парне кÿчĕç. Вĕсен учителĕсем вара – Любовь Михайловна Кулагина, Людмила Михайловна Захарова тата Елена Александровна Алексеева – Тав çырăвĕсене тивĕçрĕç.

– Кунашкал тĕлпулусем ачасене вĕренме вăй хушаççĕ. Сăмахран, хамăр ирттерекен конкурса е викторинăна илер, кĕçĕннисем хăйсен пултарулăхне, шухăшĕсене туллин кăтартма тăрăшаççĕ. Аташакан ачасем те улшăнаççĕ. Чи кăмăлли – вĕсен куçĕсенче савăнăç хĕлхемĕ çиçни, – терĕ Рифкат Шамдинович.

Вăл Леонид Черкесов тата хăй ячĕпе шкул ачисене ăнăçу, хăйсен тĕллевĕсем патне çирĕппĕн утма, коллектива чăтăмлăх тата çĕнĕ шухăшсем сунчĕ.

Светлана ЧИКМЯКОВА.



16 октября 2019
08:44
Поделиться