Вурнарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Вӑрнар муниципаллӑ округӗ

Çĕнтерÿ салючĕ

Аслă Çĕнтерĕвĕн 75 çулхи юбилейне халалласа Совет Союзĕн тата Европа хулисене нимĕç фашисчĕсенчен хăтарнă паллă кунсенче Мускавра пĕлтĕрхи апрелĕн 10-мĕшĕнчен тытăнса кăçалхи май уйăхĕн 9-мĕшĕччен пĕтĕмпе 17 салют пама йышăннă. Салюта шăп та лăп 22 сехетре 2А85 салют установкисенчен тата ЗИС-3 артиллери орудийĕсенчен ялкăштараççĕ.

Кăçал Çĕнтерÿ салючĕ январĕн 17-мĕшĕнче – Варшавăна ирĕке кăларнă кун янăранă ĕнтĕ.

Кĕçнерникун, февралĕн 13-мĕшĕнче, вăл тÿпене Будапешта ирĕке кăларнă ятпа хăпарнă. Ку хулана ирĕке кăларас операцие 2-мĕш Украина фрончĕ (Совет Союзĕн маршалĕ Р.Я.Малиновский ертсе пынă), вăл шутра гварди 7-мĕш çарĕ (М.С.Шумилов генерал-полковник); 27-мĕш çар (С.Г.Трофименко генерал-полковник); 3-мĕш Украина фрончĕ (Совет Союзĕн маршалĕ Ф.И.Толбухин), вăл шутра 46-мĕш çар (М.С.Филипповский генерал-майор), 5-мĕш сывлăш çарĕ (С.К.Горюнов), 17-мĕш сывлăш çарĕ (В.А.Судец авиаци генерал-полковникĕ) тата Дунай çар флотилийĕ (Г.Н.Холостяков контр-адмирал) хутшăннă.

Апрелĕн 4-мĕшĕ – Братиславăна ирĕке кăларнă кун. Операцие 2-мĕш Украина фрончĕ (Р.Я.Малиновский), вăл шутра гварди 7-мĕш çарĕ (М.С.Шумилов генерал-полковник); 40-мĕш çар (Ф.Ф.Хемаченко генерал-лейтенант); гварди 6-мĕш танк çарĕ (танк çарĕсен генерал-полковникĕ А.Г.Жавченко); 53-мĕш çар (И.М.Манагаров генерал-лейтенант); гварди 1-мĕш лашапа механизаци ушкăнĕ (И.А.Плиев генерал-лейтенант) 5-мĕш сывлăш çарĕ (С.К.Горюнов генерал-полковник) тата Дунай çар флотилийĕ (Г.Н.Холостяков контр-адмирал) пулăшнипе хутшăннă.

Апрелĕн 13-мĕшĕ – Венăна ирĕке кăларнă кун. Хулана нимĕç фашисчĕсенчен çăлас операцире 3-мĕш Украина фрончĕн (Совет Союзĕн маршалĕ Ф.И.Толбухин), вăл шутра гварди 4-мĕш çарĕ (Н.Д.Захватаев генерал-лейтенант); гварди 9-мĕш çарĕн (В.В.Глаголев генерал-полковник); гварди 9-мĕш танк çарĕн (А.Г.Кравченко генерал-полковник); 2-мĕш Украина çарĕн (Совет Союзĕн маршалĕ Р.Я.Малиновский), вăл шутра 46-мĕш çарĕн (А.В.Петрушевский генерал-лейтенант), çавăн пекех Дунай çар флотилийĕн (Г.Н.Холостяков контр-адмирал) тата 17-мĕш сывлăш çарĕн (В.А.Судец генерал-полковник) тÿпи пысăк.

Май уйăхĕн 2-мĕшĕ – Берлина ирĕке кăларнă кун. Ку операцие 1-мĕш Белорусси фрончĕ (Совет Союзĕн маршалĕ Г.К.Жуков), вăл шутра 47-мĕш çар (Ф.И.Перхорович генерал-лейтенант), 3-мĕш ударнăй çар (В.И.Кузнецов генерал-полковник), 5-мĕш ударнăй çар (Н.Э.Берзарин генерал-полковник), гварди 8-мĕш çарĕ (В.И.Чуйков генерал-полковник), гварди 1-мĕш танк çарĕ (М.Е.Катунов генерал-полковник), гварди 2-мĕш танк çарĕ (С.И. Богданов генерал-полковник); 1-мĕш Украина фрончĕн çарĕсем (Совет Союзĕн маршалĕ И.С.Конев), вăл шутра 28-мĕш çар (А.А.Лучинский генерал-лейтенант), гварди 3-мĕш танк çарĕ (П.С.Рыбалко генерал-полковник), гварди 4-мĕш танк çарĕ (Д.Д.Лелюшенко генерал-полковник), çавăн пекех 2-мĕш сывлăш çарĕ (С.А.Красовский генерал-полковник), 16-мĕш сывлăш çарĕ (С.И. Руденко генерал-полковник), 18-мĕш сывлăш çарĕ (авиацин тĕп маршалĕ А.Е.Головнов) тата Днепр çар флотилийĕ (В.В.Григорьев контр-адмирал) хутшăннă.

Май уйăхĕн 9-мĕшĕ – Прагăна ирĕке кăларнă кун. Ку операцире 1-мĕш Украина фрончĕ (Совет Союзĕн маршалĕ И.С.Конев), вăл шутра гварди 3-мĕш çарĕ (В.Н.Гордов генерал-полковник), гварди 3-мĕш танк çарĕ (П.С.Рыбалко генерал-полковник) тата гварди 4-мĕш танк çарĕ (Д.Д.Лелюшенко генерал-лейтенант) палăрнă.

Светлана ЧИКМЯКОВА.



Районная газета«Çĕнтерÿ çулĕ»
15 февраля 2020
10:07
Поделиться