Вурнарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Вӑрнар муниципаллӑ округӗ

Алла-аллăн – 55 çул

Нарăс уйăхĕн 20-мĕшĕнче Отиккăвăра пу-рăнакан Елизавета Ермо-лаевнăпа Геннадий Нико-лаевич Борисовсем пĕр-лешнĕренпе 55 çул çитрĕ.

– Пурнăç çулĕ – аслă çул. Çемье çавăрнăранпа нумай вăхăт иртрĕ пулсан та туй кунне халĕ те астăватăп, – терĕ кил хуçи. – Кушлавăшран Отиккăвăна кÿлнĕ 14 лашапа çитрĕмĕр. Чăваш çипуçне тăхăннă хĕрарăмсем туй юррисем, такмаксем шăрантарчĕç кăна. Çанталăкĕ тĕлĕнмелле ырăччĕ. Пулас мăшăрăма ытарма çукчĕ.

Хаклă вулаканăма паллашу саманчĕ кăсăклантарать пулĕ-ха. Елизаветăпа Геннадий Борисовсем васкамасăр хăйсен пурнăçĕпе ĕçĕ-хĕлĕ пирки каласа кăтартма пуçларĕç. 19 çулти Лиза ĕçтешĕсемпе уй-хирте сурăхсем пăхнă. Вырса илнĕ хыççăн куккурус пуссине тракторпа сухалакан яш каччă – Гена Борисов – хаваслă хĕрсен ушкăнĕнчен иртсе каяйман. Хурçă утне вăхăтлăха чарса пикесемпе калаçу пуçарнă. Уйрăмах Лисукăн йăл кулли, ăшă кăмăлĕ каччăн чĕрине тыткăна илнĕ. Сатур йĕкĕте те хĕр килĕштернĕ. Тĕл пулма калаçса татăлнă. Вăхăт нумай иртмен – пĕр-пĕрне савакан чунсем çемье çавăрнă.

Ĕмĕр иртни сисĕнмест. Борисовсем пурнăç сукмакĕпе 55 çул алла-аллăн тытăнса, шăкăл-шăкăл калаçса утаççĕ. Паллах, хăйсен ĕмĕрĕнче йÿççи-пылаккине те лайăхах астивнĕ-ха вĕсем, анчах пĕр-пĕрне юратни, ăнланни, тÿсĕмлĕ тата мал ĕмĕтлĕ пулни йывăрлăхсене парăнтарма пулăшнă. Уçă кăмăллă, ăшă чун-чĕреллĕ, ĕçчен Борисовсене çывăх çыннисем хисеплеççĕ.

– Аттепе анне пит маттур,– терĕç кинĕсем Еленăпа Вера хуняшшĕпе хунямăшĕ пирки. – Çуллахи вăхăтра ирĕн-каçăн кил хуçалăхĕнче тăрăшаççĕ. Чăх-чĕп, кăвакалсем йышлă тытаççĕ. Теплица тулли хăяр-помидор, ытти пахчаçимĕç çитĕнтереççĕ. Пире выльăх-чĕрлĕх валли хĕл каçма çителĕклĕ утă хатĕрлеме те пулăшаççĕ. Хăнасене, мăнукĕсене, тăванĕсене питĕ тарават. Яланах сĕтел авăниччен апат-çимĕç лартаççĕ.

Йывăççи çемĕн çырли теççĕ. Елизавета Ермолаевнăпа Геннадий Николаевич ĕçчен çемьесенче ÿснĕ. Иккĕшĕн те ашшĕсем – Ермолай Фадеевпа Николай Борисов – фронтра пулнă, вăрçă терт-асапне тÿснĕ. Ачисене çирĕп тытнă, пĕчĕкренех ĕçе хăнăхтарнă.

– Çичĕ класс пĕтернĕ хыççăнах лаша кÿлнĕ те вăрман ĕçлеме кайнă. Çамрăк пулнă та йывăрлăх мĕнне пĕлмен, – терĕ çемье пуçĕ иртнине аса илсе.

Геннадий Борисов пĕчĕкренех техникăна юратнă, çавăнпа та салтак аттине хывнă хыççăнах Канашри профтехучилищĕне вĕренме кĕнĕ. Механизатор специальноçне алла илсен Казахстана çерем уçма кайнă. Тăван ен чĕнĕвĕ хытах илĕрте пуçласан çуралнă тăрăха таврăннă. Ăста специалиста тÿрех техника шанса панă. Чун ыйтнипе профессие суйлани пурнăç тĕллевне тупма пулăшнă. Геннадий Борисов тăван хуçалăхра 42 çул механизаторта ырми-канми тăрăшнă. «Ĕç ветеранĕ» хисеплĕ ята тивĕçнĕ.

Елизавета Ермолаевна нумай ачаллă çемьере çуралса ÿснĕ. Ашшĕпе амăшĕ вунă пепкене çут тĕнче парнеленĕ, анчах та виççĕшĕн кун-çулĕ вăхăтсăр татăлнă. Халĕ Елизавета Ермолаевнăн Отиккăвăра пилĕк шăллĕ пурăнать. Тăванĕсем аппăшне   хисеплеççĕ, унран тĕслĕх илеççĕ.

Елизавета Ермолаевна   пир-авăр комбинатĕнче ĕçлеме ĕмĕтленнĕ. Анчах та çичĕ класс пĕтернĕ хыççăн тус-тантăшĕпе Шупашкара вĕренме кайма тухнăскерне амăшĕ ÿкĕтлесех каялла тавăрнă. Пысăк çемьене тăрантаракан кирлине пĕлтернĕ. Амăшĕн ирĕкĕнчен иртмен. Пăрчкан пек вăр-вăр хĕр фермăна ĕçлеме кĕрет, сурăх пăхма пуçлать.

– Колхозăн виçĕ кĕтÿччĕ, кашнинче 300-шер сурăхчĕ. Пыччи-пыччисене пĕтĕмпе улттăн пăхаттăмăр, – аса илчĕ кинеми. – Витесене таса тытнă, кунне икĕ хутчен шăлса тирпейленĕ. Сурăхсем пăхма мана шăллăмсем те пулăшатчĕç. Шыв йăтса паратчĕç.

Елизавета Борисова ялта ĕçлеме юлнишĕн пачах ÿпкелешмест. Ара вăл тăван тăрăхрах Турă çырнине тĕл пулнă-çке. Савнă çынпа икĕ ывăлпа пĕр хĕр çуратса ÿстернĕ.

Мăшăрĕ тырă вырнă чухне Елизавета Ермолаевна виçĕ çул унпа пĕрле ĕçленĕ, комбайнер пулăшуçи пулнă. Шуçăм çутипе упăшкипе пĕрле удобрени тиеме те кайнă.

– Автан авăтнă-авăтман ура çине тăнă. Кăмака хутса яшка пĕçернĕ те ĕçе утнă, – калаçăва малалла тăсрĕ Елизавета Ермолаевна.

Вăл мăшăрĕ пекех ял хуçалăх отраслĕнче нумай çул тÿрĕ кăмăлпа тăрăшса «Ĕç ветеранĕ» ята тивĕçнĕ. Борисовсем ĕçрен пушансанах «Çĕнтерÿ çулне» алла тытаççĕ, кашни статьяна тĕпĕ-йĕрĕпе вуласа тухаççĕ. Редакци коллективĕ хаçат тусĕсене çемье çавăрнăранпа 55 çул çитнĕ ятпа чун-чĕререн саламласа Атăл юханшывĕ пек вăрăм кун-çул, çăлкуç пек тапса тăракан вăй-хăват, сÿнми телей сунать.

Елена ПОРФИРЬЕВА.



Районная газета«Çĕнтерÿ çулĕ»
22 февраля 2020
10:05
Поделиться