Вурнарский муниципальный округ Чувашской РеспубликиЧӑваш Республикин Вӑрнар муниципаллӑ округӗ

Ĕçчен алă ĕç тупать

Мĕн ачаран хĕвелĕн пĕрремĕш çутипе тăма хăнăхнă та çакă Çавалкасра пурăнакан Валентина Кондратьевна Степанован паян та йăларан тухмасть.

84-ра вăл. Халĕ кил хуçалăхĕнчи пысăк ĕçсене ытларах ывăлĕпе кинĕ пурнăçлаççĕ пулин те ватă та яра куна алă усса лармасть. Ачисем ĕçре чухне чăх-чĕпе сăнаса тăрать, пахча-анкартинче тăрмашать.

– Ялта çав тери лайăх. Ирхине тăратăн та, уçă сывлăша кăкăр тулли сывлатăн та – вăй кĕрсе кайнăн туйăнать. Çанталăкĕ та ырлăх парнелет. Кăçал, ав, çырла çав тери ăнса пулчĕ. Çумăрсем хыççăн çынсем кăмпа нумай пуçтарнă терĕç. Тавралăх илемĕ тыткăнлать. Хамăр пахча хыçĕнчен ак çырма юхса иртет, кăшт çÿлерех сад, – кăмăллăн калаçать вăл.

Кил картишĕнчи вак-тĕвек ĕçсене пĕтерсен алла «Çĕнтерÿ çулне» тытать вăл. Район хаçатне хăй мĕн астăвассах илсе тăнă. Халĕ кашнинчех ăна кинĕ çырăнать. «Хаçата вулани кăмăла çĕклет. Этеме чун çимĕçĕ те кирлех çав. Унсăрăн район, республика мĕнпе сывланине пĕлместĕн те», – тет вăл.

– Ак кунта пирĕн Карл Маркс ячĕллĕ хуçалăх çинчен çырнă. Коллективĕ Валерий Шумилов ертÿçĕ пекех маттур. Вĕсем ÿсĕмлĕ ĕçлесе пынишĕн чун хĕпĕртет, – чунне уçать Валентина Кондратьевна. – Эп хам та ĕмĕре çак колхозрах ĕçлесе ирттернĕ – пĕчĕкрен кĕнĕ те мĕн ватăличченех вăй хунă. Нумай çул ĕнесем сунă. Маларах алăпа. Ман юратнă «хушка пуçсем» вуннăччĕ. Пурте сĕт лайăх антаратчĕç. Пĕрле ĕçлекенсем те тăрăшуллăччĕ. Çавăнпах сăвăмпа нихăçан та кайрисен ретĕнче пулман ĕнтĕ. Каярахпа ĕнесене машинăпа сума тытăнтăмăр. Ку çĕнĕлĕхе алла илсен выльăх йышне ÿстерчĕç. Туслăн ĕçленĕ, пурте пĕр тĕллевпе хуçалăха çĕклес тесе тăрăшнă, çавăнпа çитĕнÿ пулнă та...

Шел те, ĕçчен хĕрарăмăн çÿçĕсене пурнăç ир шуратнă. Мăшăрĕ, Петр Степанов, нумай вăхăт хушши «Сельхозтехникăра» ĕçленĕскер, пурнăçран ир уйрăлса кайнă. Унпа çемьеленсе тĕп килтен уйрăлса тухса шăн-шăн пÿрт лартнă. Виçĕ ывăл пăхса çитĕнтернĕ. Питех шел, йĕкĕреш ывăлĕсене, ÿссе çитĕнсе аслă çул çине пуснăскерсене, темиçе кун хушшинче пĕрин хыççăн теприне тирпейлесе пытарма тивнĕ. Мăнукĕ тăлăха юлнă. Амăшĕн чĕри çак вăхăтра мĕнле йывăр хуйха чăтнине сăмахпа калама та пĕлеймĕн...

– Халĕ ырлăхра пурăнатăп. Кин питĕ вăр-вар, çивĕч, ĕçчен. Ывăлпа иккĕшĕ мана ачана пăхнă пекех пăхаççĕ, – тет Валентина Кондратьевна.

Сергей ывăлĕ – Карл Маркс ячĕллĕ хуçалăхăн ăста ĕçченĕ. Ун мăшăрĕ, Алевтина Леонидовна, вырăнти ял тăрăхĕн администрацийĕнче тăрăшать. Хуçалăхĕ çирĕп. Икĕ ĕне тытаççĕ вĕсем. Чăх-чĕппи картиш тулли. Унччен сурăхсем те йышлă усранă.

Туслă çемье ĕçрен пушаннă хыççăн юнашар ларса шăкăл-шăкăл калаçать. Валентина Кондратьевна çакăншăн хытах савăнать.

Светлана ЧИКМЯКОВА.



12 августа 2020
16:13
Поделиться